Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление с Днем России и районным праздником песни, труда и спорта "Акатуй"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ентешсем,  чĕннĕ хăнасем,  уява пуçтарăннă туссем!

 Ĕлĕкрен пыракан ырă йăлапа çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесен район халăхĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне – Акатуя пуçтарăнать. Кăçал Акатуй районта 59-мĕш хут иртет, ăна Раççей кунне, çĕршыври Кино тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

 Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем!

 Сире  чĕререн  Раççей кунĕ тата ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй ячĕпе саламлатăп!

Раççей кунĕ çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерет, вĕсем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннине, çĕршыв пуласлăхĕшĕн эпир пурте яваплă пулнине палăртать.

Ĕç çыннин çулталăкĕ тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансене тивĕçлипе хаклама, пархатарлă ĕçшĕн тав туса чыслама хистет.

Районта хăй ĕçне парăннă, ырми-канми тăрăшакансем сахал мар. Паян эпир Çĕр ĕçченĕ умĕнче пуçăмăрсене таятпăр, малашне те хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

 Акатуй тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен?фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çураки ĕçĕсене  агротехника хушнă         чи лайăх вăхăтра пурнăçласа хăварчĕç. Тĕштырă культурисене акса хăвармалли плана та туллин пурнăçланă.

Ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пырсан, вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра, тăкаксăр ирттерсен, пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр.

 Хаклă ентешсем!

 Сире тĕпĕр хут уяв ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, юрату сунатăп.

Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер, район малашне те аталанса пытăр тесе тăрăшар. 

 

                                               

                                               Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин

 

 

 

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика