Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление с 90-летием района

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хаклă ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕ!


Сире юратнă районăмăр 90 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!


Район юбилейĕ Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, паян унта пурăнакансене, район аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Район ỹсĕмĕшĕн, аталанăвĕшĕн хăй тÿпине хывнă çынсемшĕн вăл уйрăмах хаклă, пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн тăван çĕршыва чунтан юратни, мухтавлă ентешсен паттăрлăхĕпе мухтанни, Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăнни чăн-чăн патриот чĕрисенче нихăçан та сÿнмĕ.
90 çул хушшинче район çыннисем вăрăм, йывăр та мухтавлă çулпа утса тухнă. Тăван çĕршывăн ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле вăрçă хирĕнче çапăçнă, халăх хуçалăхне ура çине тăратнă.
Елчĕк çĕрĕ Совет Союзĕн виçĕ паттăрĕпе тивĕçлипе мухтанать. Район ĕçчен те пултаруллă, чăннипех те тава тивĕçлĕ ĕçченсемпе пуян. Социализмла Ĕç Паттăрĕсем те районтан тăххăрăн тухнă, вĕсен мухтавлă ячĕсене ĕмĕрлĕхе хисеплесе чыс тума халăх умне вырнаçтарнă.
Паянхи кун район экономики, ял хуçалăхĕ, промышленность, капиталлă строительство, социаллă инфрасруктура пĕр тикĕссĕн аталанаççĕ. Елчĕк çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ вăл - пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсем - ял хуçалăхĕнче, вĕрентÿпе сывлăха сыхлас ĕçре, социаллă сферăпа культурăра тата ытти тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем. Вуншар çулсенче йĕркеленнĕ йăла-йĕркене вĕсем типтерлĕн упраса, хушса пыраççĕ.
Çакна палăртмалла, районти нумай ырă улшăну патшалăх пулăшĕвĕсĕр пулман. Çĕршыв, республика правительстви хавхалантарса пулăшса пынипе пирĕн çитĕнÿсем пулса пыраççĕ.
Юратнă районăмăра малалла çĕкленсе пыма, район халăхне - çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ырă пулăмсем, ăнăçу сунатпăр. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар, ума лартнă тĕллевсене пĕрле пурнăçласа пырса района малалла аталантарар.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика