Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

01 Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем защитника Отечества

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ - чăннипех те çирĕп те паттăр çынсен уявĕ, вăл çар службин çирĕп йĕрки витĕр тухнă, паянхи кун пирĕн мирлĕ те лăпкă пурнăçа хỹтĕлекенсене пĕрлештерет. Эпир тивĕçлипе хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, тăван çĕре юратса унăн интересĕсене хỹтĕленĕ паттăрсемпе мухтанатпăр. Çĕршывшăн тăрăшасси - унăн çĕрне, тăнăçлăхне, çынсен канлĕ пурнăçне хỹтĕлесси - чăн-чăн патриотсен тивĕçĕ.

Уйрăмах Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем умĕнче пуçа таяс килет. Эсир çĕршыв тĕрекне çирĕплетес, çар службин ят-сумне çỹллĕ шайра тытас, çамрăксене патриот пулса çитĕнме воспитани парас ĕçе хывнă тỹпе калама çук пысăк. Сирĕн паттăрлăх паянхи кун та çул кăтартакан тĕслĕх вырăнĕнче, вăл Тăван çĕршывăн паянхи хỹтĕлевçисене вăй тата çирĕплĕх парса пырать.

Хальхи вăхăтра çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем, уява службăра кĕтсе илекенсем те ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатăп.

 

Елчĕк районĕн пуçлăхĕ                Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика