Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Победы

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсемпе тыл ĕçченĕсем!

Хаклă ентешсем!

             Сире чĕререн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 67 çул çитнĕ ятпа саламлатăп!

            Çĕнтерỹ кунĕ - истори уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли, çулсем иртнине пăхмасăр вăл хăй чапне чакармасть. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă, районтан 7 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна çĕнтерỹпе килĕсене таврăннă. Хаяр вăрçă кашни çемьене хуйхăпа пырса тивнĕ. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча та Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен.

            Шел пулин те вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи кун районта вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 50 çын, салтак арăмĕсем 213, тыл ĕçченĕсем 1055 çын пурăнаççĕ.

           Ентешсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕ ăрусен асĕнче упранĕ. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пурнăçа юратма, çирĕп вăй-халлă пулма сĕнетпĕр. Шăпах çак икĕ ен мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене тата вĕсен ачисене воспитани пама пулăшаççĕ. Çирĕп сывлăх нихăçан та ан иксĕлтĕр сирте, юратупа çутă ĕмĕтсем яланах чĕре çумĕнче упранччăр.

          Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп вăй-хал, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатăп.

 

                                                   Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика