Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с праздником Акатуй и 85-летием района

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ ячĕпе - Акатуйпа саламлатăп!

Акатуй уявĕ кăçал районта 55-мĕш хут иртет, ăна Раççейри истори çулне халалланă. Истори çулталăкĕ Елчĕк район халăхĕшĕн те паллă пулăмсемпе пуян. Паян эпир район 85 çул тултарнине паллă тăватпăр.

Район юбилейĕ Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, паян унта пурăнакансене, район аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Пирĕн юратнă район ỹсĕмĕшĕн, аталанăвĕшĕн хăй тỹпине хывнă çынсемшĕн вăл уйрăмах хаклă, пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн тăван çĕр-шыва чунтан юратни, мухтавлă ентешсен паттăрлăхĕпе мухтанни, Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăнни чăн-чăн патриот чĕрисенче нихăçан та сỹнмĕ.

Хальхи вăхăтра район экономики: ял хуçалăхĕ, промышленность, капиталлă строительство, социаллă инфрасруктура пĕр тикĕссĕн аталанать. Елчĕк районĕ çулран-çул ỹссе, çĕнелсе пырать. Халиччен мĕн тунипе савăнмалли, малашне пысăк ỹсĕмсем патне туртăнмалли те пирĕншĕн паллă. Елчĕк çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ вăл - пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсем - ял хуçалăхĕнче, промыленноçра вăй хуракансем, интеллигенци.

Уяв кунĕ манăн уйрăмах ял ĕçченĕсене, пирĕн атте-аннесене, асаттесемпе мăн асаттесене, кам тăван ен аталанăвĕшĕн, унăн мухтавĕшĕн вăй-халне, сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ тата ĕçлекен ентешĕмĕрсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Сирĕн пултарулăхăра, тăрăшулăхăра пула Елчĕк ен паян Чăваш Республикинче вăхăтпа пĕр тан утакан, малалла аталанса пыракан ял хуçалăх тата культура центрĕ шутланать.

Малашне те пир-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесчĕ, ума лартнă тĕллевсене пĕрле пурнăçласа пырса района малалла аталантарасчĕ.

Пурне те чун-чĕререн уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатăп!

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                        Н.П.Миллин

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика