Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Новым годом и Рождеством Христовым

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплӗ ентешсем! Елчӗк енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсем ячӗпе чӗререн саламлатпӑр!

Иртнӗ ҫул район ҫыннисемшӗн ҫӑмӑл килмерӗ - ҫанталӑк шӑрӑх тӑчӗ. Уй-хирти культурӑсем шӑтса тухса аталаннӑ вӑхӑтра ҫумӑр пачах ҫумарӗ. Ҫапах та ял ҫынни тӑрӑшулӑхне пула пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем начар мар ҫитӗнчӗҫ, тухӑҫ та аван. Ахальтен мар 2014 ҫулта  республикӑри «Чӑваш Республикинчи агропромышленность комплексне аталантарасси тата 2013-2020 ҫулсенче ял хуҫалӑх продукци, чӗр тавар, апат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелесси» программӑна туллин пурнӑҫа кӗртсе пынӑшӑн кӑнтӑрти районсен хушшинче Елчӗксем пӗрремӗш вырӑна тухрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак хисепе «Комбайн» ЯХПК ӗҫченӗсем те тивӗҫрӗҫ.

Районти хуҫалӑхсем машинӑпа техника паркне ҫӗнӗ техникӑпа ҫӗнетес енӗпе, фермӑсене юсаса реконструкцилес енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ.

Ял инфратытӑмне лайӑхлатас, тӑван ене тирпей-илем кӗртес енӗпе сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ. Элпуҫ ялӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫе кӗчӗ, Кӗҫӗн Таяпара та ҫакӑн йышши ФАП часах хута кайӗ. Нумай вӑхӑт япӑхса выртнӑ «Комсомольская-Елчӗк»-Кӗҫӗн Таяпа автоҫула, пурӗ 4110 метр, тӗпрен юсанӑ. Тӑлӑх ачасем, нумай ачаллӑ ҫемье, вӑрҫӑ ветеранӗсем валли пурӑнмалли ҫуртсем тунӑ.

2014 ҫулта пӗр суту-илӳ ҫурчӗ, пӗр парикмахерски, обществӑлла апатланӑвӗ икӗ предприятине («Мечта» кафе, «Спорт-бар» культурӑпа кану центрӗ) хута кайнӑ, пурӗ 39 ҫын ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Ытти отрасльсенче те ҫитӗнӳсем сахал мар. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вак предпринимательлӗх тытӑмне кӗмен ытти организацисенче 1928 ҫын ӗҫленӗ, вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 16 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ - 0,38 процент.

Вӗренӳ, культура, сывлӑх сыхлавӗ тытӑмӗсенче те чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Вӗренӳ тытӑмӗн тӗп тӗллевӗ - ачасене кунне пӗрре вӗри апатпа тивӗҫтересси: медицина енчен пӑхса тӑрасси, физкультурӑпа спорт занятийӗсене йӗркелесси. Кунта ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ. Вӗренекенсене пурне те вӗри апат ҫитереҫҫӗ. Вӗренӗвӗн 11 учрежденийӗсенче медицина кабинечӗсем уҫнӑ, ыттисемшӗн районти тӗп больницӑпа килӗшӳ тунӑ. 17 шкулта спорт залӗсем пур. «Улӑп» ФОК та кунта пулӑшу парать.

Вӗренӳ учрежденийӗсене компьютерсемпе, вӗренӳ литературипе, столовӑйсене сӗтел-пуканпа, медицина оборудованийӗпе тивӗҫтересси малалла пырать.

Култура тытӑмӗнче 11 учрежденипе вӗсен 43 филиалӗ ӗҫлет. Районта 6 культура учрежденийӗ тӗслӗхлӗ клуб ята ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ Елчӗкри, Курнавӑшри, Аслӑ Таяпари информаци культура центрӗсен ҫурчӗсене юсама федерацин, республикӑн, вырӑнти бюджетсенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Сывлӑх сыхлавӗнче 1 тӗп больница, пӗтӗмӗшле практика врачӗн 9 офисӗ, 22 ФАП халӑха медицина пулӑшӑвӗ парать.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх та аталанса пырать. Ахальтен мар иртнӗ ҫул район ҫак енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 2393 пин тенкӗлӗх грант илне. Унпа Елчӗкри Пӗрремӗш май тата Больница урамӗсене вак чул сарса хытарнӑ, Совет урамӗнче тротуара юсаса ҫӗнетнӗ.

Кӑҫал суйлавсем иртеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне, район пуҫлӑхне, район тата ял тӑрӑхӗсен депутачӗсене суйлатпӑр. Ҫавӑнпа та кашни суйлавҫӑ авторитетлӑ, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсене суйласса шанса тӑратпӑр.

Ҫӗнӗ ҫул ҫӗнӗ вӑй-хӑват, шанчӑк ҫуратать. Чылай ӗҫлерӗмӗр, малашнехи тӗллевсем пӗчӗк мар. Кӗтни, ӗмӗтленни ҫеҫ пурнӑҫа кӗтӗр. Пӗр тӗллевпе утсан ҫеҫ ӑнӑҫусем пулаҫҫӗ.

Уявсем ячӗпе саламласа пурне те ырӑ сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр.

Р.МОЛОДОВА,

район пуҫлӑхӗ.

Н.МИЛЛИН,

район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика