Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.09.01 Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Днем знаний

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕрентÿ ĕçченĕсем,  ачасем тата ашшĕ-амăшĕ!

 

            Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе - Пĕлÿ кунĕпе саламлатпăр!

           Кашни çыннăн пурнăçĕ юратнă шкулпа, пĕрремĕш вĕрентекенпе, шкулти савăнăçлă самантсемпе çыхăннă. Çавăнпа та çулсерен вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ пирĕн чунра савăнăçлă та  хумхануллă аса илÿсем вăратать.

           Вĕрентекенсемпе шкул ертÿçисемшĕн  Пĕлÿ кунĕ - ахаль уяв çеç мар. Вĕсем вĕренекенсемпе савăнăçлăн тĕл пулнипе пĕрлех  йывăр та пархатарлă ĕçĕсене малалла тăсĕç, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре çĕнĕлĕхсем шыраса çитĕнÿсем тăвĕç.

         Ачасен пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма районта майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен, спорт  залĕсен алăкĕсем ачасемшĕн яланах уçă. Паян районта пурăнакан кашни шăпăрлан шкул умĕнхи учрежденисене çÿресе çирĕп пĕлÿ никĕсĕ илме пултарать.

       Вĕрентекенсемпе шкул ачисен район, республика, çĕршыв шайĕнчи çитĕнĕвĕсем пире савăнтараççĕ, малалла шанчăклăн пăхма хавхалантараççĕ.

           Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр!

 

                                                                                 Р.Молодова,

                                                Елчĕк район пуçлăхĕ.

         Н.Миллин,

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика