Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.09.29 Поздравления с Днем пожилых

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем !

 

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

 

Çак кун пире пурне те тепĕр хутчен аслă ăрури çынсене хисеплесе тав сăмахĕсем калама май парать.

Хисеплĕ ватăсем, эсир çăмăл мар пурнăç çулĕпе утса тухнă. Иртнĕ саманапа ăрусем хушшинчи çыхăнăва паянхи кун та çирĕп тытса пыратăр. Сирĕн пĕлĕвĕр тата пурнăçра пухнă пуян опыт пысăк пĕлтерĕшлĕ, çамрăксен пуçарулăхĕ çумĕнче ватăсен ăс-хакăлĕ темрен паха.

Вăрçă çулĕсен йывăрлăхĕсене тÿссе ирттернĕ ватăсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир тĕнчери тăнăçлăха сыхласа хăварнипе пĕрлех пире паянхи телейлĕ пурнăçа парнеленĕ.

Эпир аслă ăрури çынсен район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕрсене манмастпăр, пысăка хурса хаклатпăр. Хамăр енчен сирĕн ватлăх кунĕсем лăпкă та тивĕçлĕ щайра иртчĕр тесе май пур таран тăрăшăпăр, хÿтлĕхпе тивĕçтерĕпĕр.

 

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, канлĕх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Аслă ăрури çынсене хисеплесе сума сăвасси уяв кунĕнче кăна мар, кашни çыншăн кашни кунхи тивĕç пултăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ      П.Скворцов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан    Л.Левый.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика