Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление с Днем России и районным праздником песни, труда и спорта "Акатуй"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем тата хăнисем!

Паян эпир ĕлĕкрен пыракан ырă йăлапа çурхи ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ĕçпе юрă тата спорт уявне – Акатуя пуçтарăнтăмăр. Кăçал Акатуй районта 60-мĕш хут иртет, ăна Раççей кунне, çĕршыври Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне, çавăн пекех пирĕн юратнă районăмăр 90 çул тултарнине халалланă.

Сире чĕререн Раççей кунĕ тата ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй ячĕпе саламлатăп!

Раççей – пирĕн тăван çĕршыв, эпир ăна юрататпăр, хисеплетпĕр, унпа мухтанатпăр. Унăн ытарайми çутçанталăкне упрасси, аталанăвĕшĕн тăрăшасси - пирĕн тивĕç. Тăван çĕршыв, атте-анне пире пурнăç тăршшĕпе вăй-хал парса пыраççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Акатуй тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен(фермер) хуçалăхĕсем черетлĕ çураки ĕçĕсене вăхăтра пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварчĕç. Тĕштырă культурисене акса хăвармалли плана районта туллин пурнăçланă.

Кăçал та хирти ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пырсан, вырмана кĕске вăхăтра пурнăçласан пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр. Кĕр мăнтăрĕпе вара районăн сумлă юбилейне паллă тăвăпăр. 

Хаклă ентешсем!

Сире тĕпĕр хут уяв ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, юрату сунатăп.
Тăван çĕршыв, юратнă район аталанăвĕшĕн малашне те пĕрле кар тăрса ĕçлер, Акатуйра вара пурте пĕрле савăнар!

 

Елчĕк район администрацийĕн пуслахĕ            Н.П.Миллин.

 

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика