Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.МИллина с Днем учителя

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн Учительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Учитель профессийĕ чи сумлă та хисеплĕ, кирлĕ профессисенчен пĕри шутланать. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ параççĕ, вĕсене ĕçлеме тата шухăшлама, творчествăлла çынсем пулма вĕрентеççĕ. Экономика çĕнелнĕ, информаци технологийĕсем аталаннă тапхăрта ку питех те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ пĕлÿсем илесси, çĕнĕ шухăшсем çураласси вĕрентекен пĕлĕвĕпе опытĕнчен нумай килет.

Вĕрентекен çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ кăна мар, тивĕçлĕ воспитани те парать. Учитель тăрăшулăхне кура пирĕн ачасем ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхе мала хума, хăйсем тĕллĕн йышăну тума хăнăхаççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен кашни çыннăн асĕнче ырă та ăшă аса илÿсем вăратать.

Районти вĕрентекенсемпе шкул ачисем çулсерен республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тăваççĕ. Кунта учительсен тăрăшулăхĕ пысăк вырăн йышăнать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тăрăшуллă вĕренекенсем, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.


Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика