Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yaltch.cap.ru/
Хисеплĕ ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!
Сире чĕререн çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!
2017 çул Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулĕ ячĕпе иртрĕ. Çавна май районта тăван тавралăха упрас, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Хамăрăн атте-аннене хисеплесе тата вĕсен ячĕпе чылай мероприяти ирттертĕмĕр, сумлă ватăсене, мăшăрланура нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансене, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракансене малти вырăна хурса чысларăмăр.
Иртсе пыракан çул район халăхĕшĕн тепĕр паллă пулăмпа асра юлчĕ. Пирĕн юратнă районăмăр 90 çул тултарчĕ. Юбилее ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемпе, социаллă пурнăçпа экономикăри начар мар кăтартусемпе кĕтсе илтĕмĕр, паллă ентешсем умĕнче хамăр ята ямарăмăр.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кăçал нихçанхинчен пысăк тухăç илсе пысăк çитĕнÿ турĕç. Пĕтĕмпе 64 пин тонна ытла тĕштырă пухса илме пултарчĕç.
Ялсенче пахалăхлă çулсем сарассипе кăçал сахал мар ĕç пурнăçларăмăр, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2 хут ытларах, 94 миллион тенкĕ ытла çул-йĕр хуçалăхĕ валли уйăртăмăр. Çав укçа-тенкĕпе Тĕмер, Патреккел ялĕсенче çĕнĕ çулсем сарнă, «Яманчурел-Кавал», «Комсомольски- Елчĕк- Курнавăш» тата «Кушкă- Çĕнĕ Арланкасси» çулсем çинче пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех халăх пуçарăвĕпе чылай ялта хытарнă çулсем сарнă.
2017 çулта Хĕрлĕçыр тата Хăвăлçырма ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçрăмăр.
Вĕренÿ сферинчи çитĕнÿсемпе те савăнма пултаратпăр эпир. Кăçал Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсем Пĕтĕм Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕме пултарчĕç.
Çамрăксем спортăн тĕрлĕ енĕпе район чысне республика, Раççей тата тĕнче шайĕнче хÿтĕлесе пысăк çитĕнÿсем турĕç.
Районти ветерансен «Туслăх» хорĕ Пĕтĕм Раççейри хорсен фестивалĕн лауреачĕ пулса тăчĕ.
Малашне пурнăçламалли ĕçсем татах та нумай. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен палăртнă тĕллевсем патне çитетпĕрех.
Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Пурин те мĕн кĕтни, ĕмĕтленни Çĕнĕ çулта пĕтĕмпех пурнăçлантăр. Ĕçре ăнăçусем, çитĕнÿсем пулса пыччăр, çемьесенче килĕшÿ, юрату хуçалантăр.
Уявсем ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлӑх, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.