Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление с Международным женским днем 8 марта

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хаклă хĕрарăмсем!

 

Сире çуркуннехи пĕрремĕш уяв - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ, Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн ăшшăн саламалатпăр.

Çак чăннипех илемлĕ те асамлă кун çеç мар, çулталăк тăршшĕпех эсир ырă сăмахсене илтме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен пире кун çути парнеленĕ юратнă та хаклă  аннемĕрсем, хисеплĕ мăшăрсемпе аппа йăмăксем яланах çемье çирĕплĕхĕ, кил-çурт ăшши, вучах упраканĕ, обществăн тĕрекĕ пулса тăраççĕ.

Ăрăва малалла тăсакансене - ача амăшĕсене патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Телейлĕ те сывă ачасем хутшăнса пыни çирĕп çемье никĕсĕ пулнине асра тытса вĕсене çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, социаллă хỹтлĕхĕн ытти енĕпе тивĕçтереççĕ.

Кирек епле ĕçре, обществăлла пурнăçра та  хĕрарăмсем  - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертÿçĕсем, производствăра малта пыракансем. Елчĕк районĕн хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем те мӗнпур сферӑра хӑйсен вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемесĕр ӗҫлеҫҫӗ, малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса та ĕмĕрлĕх юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ           И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ              Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика