Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yaltch.cap.ru/
Хисеплĕ депутатсем, пухăва килнĕ юлташсем!
Паян эпĕ сирĕн умăра йăлана кĕнĕ пекех ҫа ктапхăрта хам енчен тата район депутачĕсен Пухăвĕ тунă ĕҫĕсем ҫинчен отчет тăрататăп ҫавăн пекех 2018-мĕш ҫулта пирĕн пĕрле татса памалли тĕллевсем ҫинче чарăнса тăратăп. Паянхи куна халăха тĕрлĕ социаллă тата экономика енчен пулăшусем парас ĕҫ-хĕле пĕтĕмпех татсапама тăрăшнă, ҫапах та тумалли ĕҫсем кашни кунах хутшăнсах пыраҫҫĕ. Пурнăҫ шайĕ те кунран кун улшăнать. Апла пулин те, чи кăткăс та кирлĕ ыйтусене ĕҫ тăвакан структурăсемпе пĕрле татса пама тăрăшнă. Район депутачĕсем хăйсен закон йышăнмалли тивĕҫĕсене пурнăҫласа, районăн финанс виҫипе экономикине тĕрĕс хак парса тĕрĕс йышăнусем тума пултарчĕҫ, пурнăҫа кĕртеймен йышăнусем тумарĕҫ. Пĕтĕмĕшле илсен, депутатсен корпусĕ вырăнти хăйтытăмлăхне тата районăнсоциаллăтатаэкономикааталанăвнемалаллааталантарасенĕпе умалартнăтивĕҫсене пурнăҫлама пултарнине кăтартрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев–ҫынсен пурнăҫ пахалăхне лайăхлатасси.
Елчĕк район Пухăвĕ 18 округпа суйланнă 18 депутатран тăрать. Пуху хăйĕн ĕҫне Елчĕк район депутачĕсен Пухăвĕн регламенчĕпе, планĕпе, Елчĕк район Уставĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе пырать. Депутатсенчен виҫĕ ялан ĕҫлекен комисси йĕркеленĕ.
-экономика, бюджет тата налуксемпе ĕҫлекен комисси–ертӳҫи Сядуков Вячеслав Васильевич депутат.
- социаллă политика, сывлăха сыхлас, культурăпа вĕрент ӳыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комисси - ертӳҫи Галкин Юрий Васильевич депутат.
- законпа право тата вырăнти хăйтытăмлăхне аталантарас ĕҫсемпе ĕҫлекен комисси - ертӳҫи Егоров Виктор Васильевич депутат.
Ҫак депутатсенчен йĕркеленĕ яланхи комиссисен тĕллевĕ - Пуху умне тухакан ыйтусене тĕплĕн тишкерсе тухасси, тӳрлетмелли е хушмалли пулсан ҫак сĕнӳсене унтах палăртасси, Депутатсенчен йĕркеленĕ ялан ĕҫлекен комиссисем хăйсен ĕҫĕсене йĕркеллĕ туса пыраҫҫĕ.
Бюджет муниципалитет образованийĕн тĕп законĕсенчен пĕри шутланса тăрать. Бюджета тĕрĕс йышăнса тата тĕрĕс тытса пырса укҫа-тенкĕне кирлĕ ҫĕре янинче комиссин тӳпи пысăк пулмалла. Ҫавăн пекех контрольпе шутлав органĕ проектсем ҫине заключенисем панă.
Обществăлла тĕрĕслевсенчен пĕри вăл–халăхпа уҫҫăн сӳтсе явни, публичные слушания тетпĕр. Бюджета йышăниччен, бюджет мĕнле пурнăҫланса пыни ҫинчен калакан отчетсене йышăниччен, Пуху умне кăларас умĕн пĕтĕм халăхпа сӳтсе явнă.
Ҫак отчетлă тапхăрта район депутачĕсемпе пурĕ 7 пуху ирттернĕ. Пухусене яланах муниципаллă организацисен ертӳҫисем, пай пуҫлăхĕсем, прокуратура ĕҫченĕсем тата ял тăрăхĕн пуҫлăхĕсем хутшăннă. Ҫак пухусенче 67 ыйту пăхса тухнă, Пухăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри, паллах, район бюджетне йышăнасси. бюджет пурнăҫланса пыни пирки отчетсем итлесси тата район бюджетне улшăнусем кĕртесси. Унсăр пуҫне бюджетпа тачă ҫыхăннă ыйтусем вĕсем - районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн планĕсене, пĕтĕмлетĕвĕсене тата муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курас енĕпе тата муниципалитет пурлăхне привитизаци тăвас енĕпе кăларнă ыйтусем.
Ҫак тапхăрта хăйтытăмлăх право базине малалла аталантарас тĕллевпе 2003 ҫулхи 131-мĕш Федераллă законпа килӳшӳллĕн «Об общих принципах организации местного самоуправления» ĕҫсем йĕркеленсе пычĕҫ. Ҫак законпа килĕшӳллĕ район Уставне йышăнас тата улшăнусем кĕртес ĕҫ район депутачĕсен Пухăвĕн тивĕҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин законĕсем улшăннă май Устава улшăнусем кĕртрĕмĕр. Ҫак тапхăрта тата маларах ытти ҫулсенчи пухусенче йышăннă йышăнусене пилĕк улшăну кĕртнĕ.
Хисепе тивĕҫнĕ район ĕҫченĕсене тĕрлĕ хисеплĕ ята пама тĕрлĕ шайри наградăсем илме 11 кандитата пăхса тухнă. Ҫавăн пекех тĕрлĕрен ыйтусемпе ман ятпа та депутатсен ячĕпе те районта пурăнакан халăх тухать, тĕрлĕрен ыйтупа пилĕк ҫын обращенисемпе тухнă. Вĕсене вăхăтлă тата срокра пăхса тухнă, хуравп анă.
Район депутачĕсен Пухăвĕ район прокуратурипе, Чăваш Республикинчи Раҫҫей Федерацин юстици управленийĕпе пĕрле тачă ҫыхăнса ĕҫлени йышăнусем тунă чухне йăнăшсем сахалтарах тума тата право акчĕсем Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин законĕсемпе килĕшӳллĕ йышăнусем тума май парать. 2017ҫулта район Пухăвĕ тунă йышăнусем ҫине прокуратура 2 протест панă.
Район администрацийĕпе пĕрле нормативлă право енĕпе йышăннă актсен актуаллăхне тата халь ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕпе Чăваш Республикин законĕсемпе килĕшӳллĕн мониторинг пулса пычĕ. Ҫакă вăл эпир тунă йышăнусене Чăваш Республикин муниципалсен нормативлă право регистрне тăратнипе ҫыхăннă. 2017 ҫулта Чăваш Патшалăх муниципалсен нормативлă право регистрне район депутачĕсен Пухăвĕн 12 йышăнăвне тăратнă. Ҫакăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн нормативлă право акчĕсем«Вестник Яльчикского района» информацилле бюллетеньре, Елчĕк район администрацийĕн официаллă сайтĕнче пичетленнĕ.
Пухура пăхса тухакан ыйтусене администрацин ответлă ĕҫченĕсем тата комиссинчи депутатсем хатĕрлеҫҫĕ, Депутатсене Пухусенче активлăрах хутшăнма ыйтасшăн. 2017 ҫулта ирттернĕ пухусенчи депутатсен вăтам хутшăнăвĕ 93 процентпа танлашать. Кашни депутатăн тĕп тивĕҫĕ–Пухусене ҫӳресси, ҫак тивĕҫе депутатсем кирлĕ шайра тытса пычĕҫ, сăлтавсăр Пухусене сиктернĕ тĕслĕхсем пулман. Ҫулленхи пекех иртнĕ отчетлă тапхăрта депутатсем суйлавҫăсемпе тĕл пулусем сахал мар ирттерчĕҫ. Кашни ҫулах ялсенче иртекен граждансен пухăвĕсене уйрăмах активлă хутшнаҫҫĕ. Сиксе тухнă ыйтусене ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсемпе сӳтсе яваҫҫĕ е ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем патне ҫитереҫҫĕ.
Депутат ĕҫĕ вăл обществăлла ĕҫ, апла пулин те депутатсем хăйсен тĕп ĕҫĕсемпе тан ҫак обществăлла тивĕҫе туса пыма май тупаҫҫĕ, кунта укҫа- тенкĕпе пулăшните, тĕрлĕ акцисене тата мероприятисенче хутшăнни те, шкул ачисемпе, район халăхĕпе пĕрле тĕрлĕ уявсене хутшăнни те тата ытти те.
Хисеплĕ депутатсем! Хальхи тапхăрта район депутачĕсен Пухăвĕн тĕп тĕллевĕсем ҫаксем пулмалла тесе шутлатăп:
- район бюджечĕн налог тата налог мар дохочĕсене ӳстерес енĕпе ĕҫлесе пырасси,
- Елчĕк район территоринчи пурлăхпа эффективлă усă курасси.
Халăха спортпа туслашма явăҫтарас, сывă пурнăҫ йĕркин пĕлтерĕшне тата унăн уссине ăнлантарас енĕпе тăвакан ĕҫ пахалăхне тата та ҫӳллĕрех шая ҫĕклес енĕпе малалла та ĕҫлесе пырасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пултăр.
Пурте пĕрле, йывăр вăхăтра пĕрне - пĕри пулăшса эпир те Елчек Енĕн кашни ҫемйишĕн, кашни ҫыннишĕн тата тулăхрах, тăнăс пурнăҫ тума тата тухса тăракан йыврăлăхсене ҫĕнтерме пултаратпăр. Пирĕн вăй -пĕрлĕхре.