Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с праздником "Акатуй-2018"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем тата хăнисем!

Сире чĕререн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй ячĕпе саламлатпăр!

Кăçал Акатуй районта 61-мĕш хут иртет, ăна Раççей кунне, Ырă ĕç тăвакансен тата Иван Яковлевич Яковлев çулталăкне халалланă.

Раççей кунĕ пирĕн çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерет, вĕсем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннине, çĕршыв пуласлăхĕшĕн эпир пурте яваплă пулнине палăртать.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пире ырăрах пулма, пулăшу кирлĕ çынсене ытларах тимлĕх уйăрма хистет. «Ырă ĕç тăвакан хăй те ырă курать»,- тенĕ ваттисем.

Акатуй уявĕнче, йăларан иртмесĕр, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çураки ĕçĕсене мĕнле ирттернине хак паратпăр.

Уяв тĕлне хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕç, тĕштырă культурисене республикăра чи малтан акса хăварса плана туллин пурнăçларĕç. Ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пырсан, кăçал та пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр.

Хаклă ентешсем!

Сире тĕпĕр хут уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, юрату сунатпăр.
Уявра пĕрле савăнар, юрă-кĕвĕ итлесе, спорт вăййисене хутшăнса е курса киленер. Пурне те савăк кăмăл сунатпăр Акатуйра!


Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика