Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление с Днем работника сельского хозяйства

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

Сире чĕререн ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

 Елчĕк тăрăхĕ çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ырми-канми тăрăшакансемпе пуян. Тăван çĕре юратмасан, унпа тирпейлĕ усă курмасан ĕçчен те тăрăшуллă пулаймăн.

Юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ял хуçалăх предприятийĕсен  ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни йывăрлăхсене çĕнтерме, ял хуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçлеме май параççĕ.

Паян ял хуçалăхне  аталантарма ялта майсем çителĕклĕ. Патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси çулсерен ÿсет, ялти пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ. Ял хуçалăх техникин паркне çĕнетсе пыни, выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем туни, ĕçлекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатни те ӳсӗм ҫулӗпе утнине çирĕплетет.

 Ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене паянхи аталану çул-йĕрĕ валли çирĕп никĕс хывнăшăн уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тăван çĕре юратнăшăн, ял малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, пархатарлă ĕçĕршĕн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей, тулăх пурнăç сунатпăр.

 

 

                                                                              Елчĕк район пуçлăхĕ                           И.И.Васильева.

                                                         Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин.

 

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика