Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Победы

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ентешсем! Хаклă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!

Сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Çĕнтерỹ уявĕ çулсем иртнине пăхмасăр хăй чапне чакармасть, вăл пирĕн çар хăватне, çĕр-шыв хỹтĕлевçисен чыс-хисепне ỹстерет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă, районтан 7 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă. Шел пулин те вĕсенчен çурри кăна çĕнтерỹпе килĕсене таврăннă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча та Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен.

Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне вĕсенчен 87-шĕ çеç пирĕнпе пĕрле кĕтсе илет. Ентешсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕрен-çĕнĕ ăрусен асĕнче пулĕ.

Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, паянхи ăрăвăн мирлĕ пурнăçĕпе çутă малашлăхне сыхласа хăварма пултарнăшăн ветерансем умĕнче çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Сире Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тăнăç пурнăç сунатăп!

 

Елчĕк район пуçлăхĕ              Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика