Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Международным женским днем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

            Сире çуркуннехи чи илемлĕ уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

            Пурнăç тăршшĕпе хĕрарăмсем - аннесемпе асанне-кукамайсем, йăмăксемпе аппасем, мăшăрсем пире тимлĕх уйăраççĕ, хăйсен ăшшине парса тăраççĕ. Хĕрарăм - кил-çурт вучахне упракан, çемьене хăтлăх, килĕшỹлĕх кĕртекен. Тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесе ĕмĕр тăршшĕпе ачусемшĕн чи çывăх çын пулса, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларатăн.

            Пурнăçра хĕрарăмсен хулпуççийĕ çине арçынсеннинчен кая мар яваплăх тиенет. Кирек епле ĕçре, обществăлла пурнăçра та хĕрарăмсем - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертỹçĕсем, производствăна аталантарса пыракансем. Елчĕк хĕрарăмĕсем районăн социаллă экономика аталанăвне пăсăк тỹпе хываççĕ, малăшлăха çирĕп пăхаççĕ.

            Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, чунри ăшăлăхпа юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, ăнăçу сунатăп. Кирек хăçан та ăнланма пултарнăшăн, хастарлăхпа сăпайлăхшăн, чăтăмлăхшăн, пурнăçра çирĕп утăмсем тума хавхалантарса пынăшăн тавтапуç сире. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр, сăн-питĕртен ăшă кулă ан кайтăр, телейлĕ те савăнăçлă пулăр.

 

             Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                        Н.П. Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика