Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Çĕр-шыв малалла аталанать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/
АЛЕКСАНДР КУДРЯШОВ, "Чăвашъенкрахмал" предприятин генеральнăй директорĕ:
 Раççей Правительствин Председателĕн В.Путинăн черетлĕ статйи çĕр-шыв экономикине аталантармалли тĕп программа пулса тăрĕ. Тĕнчери экономика пурнăçĕнче калама çук пысăк улшăнусем пулнине, технологисем нихăçанхинчен хăвăрт çĕнелсе улшăннине палăртрĕ премьер-министр. Çавна май: "Пире çĕнĕ экономика, конкуренцие кĕме пултаракан промышленноçпа инфратытăмлă, пулăшусен аталаннă сфериллĕ, пысăк тупăш кỹрекен ял хуçалăхĕллĕ экономика кирлĕ. Ку чухнехи технологи никĕсĕ çинче ĕçлекен экономика. Пирĕн экономикăна çĕнетмелли тивĕçлĕ механизм йĕркелемелле, ун валли кирлĕ пурлăхпа кадрсене тупса ĕçе явăçтармалла", _ тет. Владимир Владимирович бизнес ĕçне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрассин функцийĕсене сахаллатасси, унпа пĕрлех, предпринимательсене ĕçлеме лайăх условисем туса парасси пирки палăртса каланине те предприниматель ĕçĕнче тăрăшакансем ырласа йышăнасса пĕлетĕп. "Çынсен экономикăпа ĕç рынокĕ "мĕнле тата мĕнпе сывланине" пĕлсе тăмалла", _ тет Владимир Путин. Çак сăмахсем те тỹрремĕнех предпринимательсене пырса тивеççĕ. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлемелле.
ГУРИЙ ФЕДОРОВ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ:
_ Премьер-министр ВТОна кĕрес умĕнхи тапхăрта тата малтанхи çулсенче пурнăçламалли ĕçсене мĕн пур яваплăха туйса хăй çине йышăнни килĕшрĕ. Малашне ял хуçалăхĕ экономикăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма кирлине уçăмлăн палăртать вăл. Çак ыйту пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Мĕншĕн тесен тĕнчере халăх йышĕ ỹссе пынă май апат-çимĕç ыйтăвĕ çулран-çул çивĕчленсе пырать. Малта пыракан çĕр-шывсенче ял хуçалăхне аталантарма нумай пулăшаççĕ. Ĕç тухăçлăхне ỹстерме калани те вырăнлă, вăхăтлă. "Çĕнĕ экономика вăл _ пысăк ĕç тухăçĕллĕ, энерги сахалрах пĕтерекен ỹсĕмлĕ экономика.Экономика тухăçлăхне 2 хут ỹстермелле..." Хальлĕхе, чăнласах, Раççей ĕç тухăçлăхĕпе тĕнчери малта пыракан çĕр-шывсенчен нумай хут юлса пырать.
СЕРГЕЙ ПЕТРОВ, Анат Тимеш ялĕнчи фермер:
_ Владимир Путин "çапах та ỹсĕм вăйĕ шăпах граждансен пуçарулăхĕ пулмалла, çапла пулĕ те" тенипе тĕпрен килĕшетĕп. Пĕр шутласан, тăрăшуллă çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме май паракан мелсем юлашки çулсенче нумайлансах пыраççĕ. Хăрамасăр ĕçе пикенмелле анчах. Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма хавхалантарас тĕллевпе каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрса пани те курăмлă пулăшу. Манăн пĕтĕм ĕç районти ĕçпе тивĕçтерекен центр фермер ĕçне йĕркелесе яма 58,8 пин тенкĕ уйăрса панинчен пуçланчĕ. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн шутĕнче тăракан çĕр лаптăкĕнчен 10 гектар çĕр уйăрса пачĕç. Халĕ эпĕ унта тĕш тырă та туса илетĕп, çĕр улми те лартатăп, пахча çимĕç валли те вырăн уйăрнă. Полина мăшăрăм та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса уйрăм предприниматель ĕçне йĕркелесе ярасшăн. Вăл килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме палăртать.
ВЛАДИМИР КУЗЬМИН, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
_ Владимир Путин хăйĕн статйинче çĕр-шыв аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ. 90-мĕш çулсенчи çĕн йĕркелỹ пирĕн çĕр-шыва калама çук пысăк сиен кỹчĕ. Çак тапхăрта районти чылай хуçалăх та саланчĕ, анасем çум курăк ăшне путрĕç. Чи хăрушши _ обществăн кăмăл-сипет туйăмне пачах урăхла туртăмсем хупларĕç. Çĕр-шыв тепĕр хут чĕрĕлсе тăрса çĕнĕрен хăват илессе ĕненме çăмăл марччĕ вăл вăхăтра. Анчах 2000 çулта çĕр-шыв тилхепине алла илнĕ, малашлăха куракан ăста ертỹçĕ В.Путин патшалăхăн тĕрĕс çул-йĕрне палăртрĕ. Вăл ертсе пынă тапхăрта социаллă тытăм йĕркене кĕчĕ тата ураран ỹкнĕ экономика çĕкленме пултарчĕ. Юлашки 5-7 çулта ял та çĕнĕ хăват илсе аталанма тытăннине куратпăр. Чăваш Енре анчах мар, районта çĕнĕ пĕчĕк предприятисем уçăлаççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма ял çыннисем 2006 çултанпа çăмăллăхлă кредитсем илеççĕ. Унсăр пуçне "Вĕрентỹ", "Пурăнмалли çурт-йĕр", "АПК аталанăвĕ", "Сывлăха сыхлас ĕç" наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Сăмах май, юлашки вунă çулта ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Халĕ, 90-мĕш çулсенчи арканупа юхăну тата социаллă тăкаксемпе çухатусен тапхăрне тỹссе ирттерсе чĕрĕлỹ çул-йĕрĕ çине тăнă хыççăн, пĕрлĕхе упраса хăварма пултарнă çĕр-шыв пĕрлехи вăйпа кирек хăш йывăрлăхран та тухасси пирки иккĕленмелли çук.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика