Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Н.Чернова, 3 ача амаше: "Ача сачĕсем çĕнĕрен уçăлаççĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

 Районти шкул çулне çитмен ачасен 70 процентне (2010 çулта _ 57 процент) шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенчи вырăнпа тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра 3 ача сачĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 16 шкул çумĕнче шкулчченхи 24 ушкăн ĕçлеççĕ. 2011 çулта районти ача сачĕсемпе шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне 682 ачана явăçтарнă. Кашнинех ача сачĕпе тивĕçтересси _ ертỹçĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри. Черетре хальлĕхе 203 ача тăрать. Вĕсене пурне те вырăн тупса парас ыйтăва шкулсен çумĕнче хушма ача сачĕсем уçса тата çĕнĕ ача сачĕ хăпартса татса пама пулать. Паянхи кун Елчĕк ялĕнче 95 шăпăрлан вырнаçмалăх ача сачĕ тăвассипе проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлес ĕç пырать, ача садне тăвассине 2013 çулта пуçăнма палăртнă. Паянхи кун шкул çулне çитмен чи-чи çамрăк ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрни, çак ыйтăва çĕр-шыв шайĕнчех çĕклени савăнтарать. Шкул çулне çитмен шăпăрлансене ача садне вырнаçтарас ыйту пирĕн районшăн та çивĕч пулнине, çак ыйтăва çывăх çулсенче татса памаллине ертỹçĕсем лайăх ăнланаççĕ. Шкул ỹсĕмĕчченхисене ача садне çỹреме май туса парас тĕллевпе районти чылай шкул çумĕнче ача сачĕсем уçса вĕсене ăнăçлă ĕçлеттерни савăнтарать. Виçĕм çул вара Елчĕкре маларах хупăннă ача сачĕн çуртне (унта вăхăтлăха ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вырнаçнăччĕ) çĕнетсе çĕнĕрен хута янăшăн эпир, "Чебурашка" ача садне çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ, паянхи кун та савăнса пĕтерейместпĕр. Ачасем унта кашни ирех савăк кăмăлпа çỹрени чуна çĕклет. Мăшăрăмпа виçĕ ача çитĕнтеретпĕр. Аслă хĕрĕмĕр Мария вырăн пулманран ача садне кайса кураймасăрах парта хушшине ларнăшăн (халĕ 4-мĕш класра вĕренет) пăшăрханнăччĕ. Иккĕмĕшĕ, Александр, "Солнышко" ача садне çỹрерĕ, халĕ 1-мĕш класра ăс пухать. Кĕçĕннине, Ваньăна, "Чебурашка" ача садĕнче вырăн тивĕçрĕ. Çутă та хăтлă пỹлĕмсенче килти евĕр туйма условисем лайăх. Ăш пиллĕ те ырă кăмăллă воспитательсем вĕсене ырăпа усала уйăрма, пурнăçа, туслăхпа тăванлăха хаклама, пĕрне-пĕри ырă сунма, хисеплеме вĕрентсе пыраççĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренсе ỹсни, тĕрлĕ занятисенче пĕлĕве туптани кăмăла çĕклет. 

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика