Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Н.Ильина, : "Хушма хуçалăх аталанать"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/
Паянхи кун тĕлне районта килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитпа 4994 хуçалăх (пурĕ 809 миллион та 563 пин тенкĕлĕх) усă курма пултарнă. Ăна 2006 çултанпа параççĕ. Юлашки çулсенче ял çĕнĕ хăват илсе аталанма пуçланине куратпăр. Чăваш Енре анчах мар, районта та çĕнĕ пĕчĕк предприятисем уçăлаççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. "АПК аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн çăмăллăхлă кредит илсе районти хуçалăхсем хăватлă техника хатĕрĕсемпе, пысăк тухăç паракан вăрлăхсемпе пуянланнăран тата ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянса малаллах аталаннăран район курăмлă çитĕнỹсемпе палăрчĕ. 90-мĕш çулсенчи çĕн йĕркелỹ хыççăн юхăннă хуçалăхсем те майĕпен аталанса ура çине тăчĕç. Ял çыннин пурнăçне çĕклеме май паракан ăнăçлă пулăшу шутне манăн килти хушма хуçалăха аталантарма май паракан çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтернине кĕртес килет. Ăна пама пуçланăранпа нумай çемье выльăх витисене юсама, выльăх-чĕрлĕх туянса е вĕсен шутне ỹстерсе ăнăçлă аталанма пуçларĕ. Ял хуçалăх техникин хатĕрĕсене туянса пай çĕрĕсем çинче пахча çимĕç е ытти культурăсем çитĕнтерекенсем те йышлă. Ырă тĕслĕх вырăнне Элпуç ялĕнче пурăнакан Николай Семенов, Валерий Захаров çемйисене асăнас килет. Ĕмĕрĕпе пилĕк авма хăнăхнă çынсем ватăлсан та ĕçсĕр лараймаççĕ. Николай Георгиевичпа Феоктиста Георгиевна Семеновсем, сăмахран, пенсире пулсан та 10 ĕне, 5 лаша, 50 пуçа яхăн сурăх, ытти выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кулленхи ĕçре вĕсене Василий ывăлĕ пулăшса пырать. Валерий Захаровăн çемйи те ĕçре правур. 2 ĕне, 50 пуç сурăх тытаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшне хуçалăхра Алешăпа Николай ывăлĕсем (аслă ывăлĕ Константин паянхи кун хĕсметре службăра тăрать) пулăшаççĕ. Шкултан килсен пурнăçламалли тивĕçĕсене лайăх пĕлеççĕ ачасем. Çемье халăхран сĕт пуçтарассипе тимлет. Юлашки вăхăтра çĕр улми е ытти пахча çимĕç акса пуçтарса илес ĕçре лашана мотоблок улăштарчĕ. _ Кирек епле ĕç пурнăçласси те хăратмасть халь ял çыннине. Маларах пĕр-пĕр пĕчĕк ĕç тума та çынна йăлăнмаллаччĕ. Халĕ утти-улăмне те хамăрах хатĕрлетпĕр, турттарса килетпĕр. Кил-тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлассинче те пысăк пулăшу парать çак пĕчĕк трактор, _ кăмăллăн пĕлтереççĕ ялти пенсионерсем те. Юрий Алексеев, Илья тата Леонид Красновсем, Венямин Галкин, Вячеслав Павлов тимĕр "лашисемпе" кỹршĕ-аршăсене анчах мар, ял çыннисене те пулăшма ĕлкĕреççĕ.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика