Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

С.БАРИНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ: "Пурнăç ырă енне улшăнать"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/
Хальхи пурнăç çине тĕрлĕрен пăхма пулать. Çамрăксене ялта тивĕçлĕ ĕç çук, ирĕксĕрех Мускава, Санкт-Петербурга, ытти хуласене çỹреççĕ, çемьесем арканаççĕ, тетпĕр. Тепĕр енчен илсен СССР саланса кайсан тип шар курни те асран тухмасть. Ĕç укçи вăхăтлă тỹлеместчĕç, пенсине те вăхăтлă илме çукчĕ. Çапах юлашки вунă çул хушшинче çĕр-шыв ура çине тăма пуçларĕ. Паянхи куна ялта хуларинчен лайăхрах - чылайăшĕ çакăнпа килĕшет. Уçă сывлăш, пỹртре ăшă, вут хутса тертленесси çук, кашни килтех тенĕ пек автомашина, компьютер, пурин те карас телефонĕ - çакă пурнăç шайĕ лайăхланнине кăтартмасть-и вара? Паллах, çыннăн малалла ăнтăлмалла, чаплăрах тумланса çỹремелле, хăтлăрах çуртра пурăнмалла - лайăхăн вĕçĕ çук. Ял сăн-сăпачĕ тĕпренех улшăнчĕ. Район центрне пырса çỹреме те кăмăллă, ансат. Автобус чарăнăвне тухатăн та каç пулнă тĕле Шупашкартан та çаврăнса килетĕн. Ахальтен мар пурнăçа ансатлатас енĕпе Раççейре çак вунă çул хушшинче тахçан çĕр çулта та пулман ĕçсене туса ирттернĕ, теççĕ. Часах, мартăн 4-мĕшĕнче, çĕр-шыв Президентне суйлăпăр. Телевизорпа кандидатсем пĕр-пĕрне мĕнле "хăртнине" куратăн та тĕлĕнетĕн, хăраса та каятăн. Пире ырă пурнăç туса парасшăн-ши вĕсем, е власть патне талпăнаççĕ-ши? Путина вăрçатпăр, анчах вун икĕ çул каялла пурнăç çакăн пек лайăхланассине шутланă-и-ха? Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ, теççĕ. Влаçра ларакансенчен те ыйтмалла, вĕсене вăрçмалла та, тăрăшчăр, анчах хамăрăн та ĕçлемелле, саккуна, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнасчĕ. Çĕр-шывра асар-писер пăлхану тухса ан кайтăрччĕ, мирлĕ пурнăç пултăрччĕ.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика