Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.09.01 Поздравление с Днем знаний

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

 

       Сире Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе - Пĕлÿ кунĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!

Пĕлÿ кунĕ ытти уявсенчен хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать, вăл çынсем çĕнни, халиччен пĕлменни, курманни патне туртăннине палăртать. Эпир ĕмĕр тăршшĕпех вĕренетпĕр, кунсерен тĕрлĕрен пĕлÿпе пуянланатпăр. Шкул вара пĕлÿ тĕнчине çул уçса парать.

Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.

 Сентябрĕн 1-мĕшне уйрăмах пĕрремĕшсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, халиччен курманни, пĕлменни илĕртет вĕсене. Вĕрентекенсемпе шкул коллективĕ те шăпăрлансене хапăл туса кĕтсе илет - вĕсенче-çке пирĕн пуласлăх.

Пĕлÿ кунĕ пуриншĕн те хумхануллă уяв. Мĕншĕн тесен пиртен кашнийĕ çак кун пĕрремĕш вĕрентекенне ăшшăн аса илет, пĕлÿ тĕнчинче тунă пуçламăш утăмсемшĕн тав тăвать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсем пархатарлă ĕçĕсене малалла тăсĕç, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре çĕнĕлĕхсем шыраса çитĕнÿсем тăвĕç.

      Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çĕнĕ ÿсĕмсемпе, çитĕнÿсемпе савăнтартăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ         П.А.Скворцов

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика