Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Публикация в газете "Елчек ен"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/
Чи юратни
 
"Анне - чи юратни, чи хакли, чи шанч.кли", - çак с.махсемпе пуçлать хăйĕн калаçăвне анне кукамай пирки калаçу пуçарсан. Манăн кукамай Христина ятлă. Унăн ачалăхĕ телейлех пулман. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан юратнă ашшĕнчен кукамайăн çулталăкрах уйрăлма тивнĕ. Епле йывăр килсен те пирĕн кукамай шкулта тăрăшса вĕреннĕ, çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Çемйинче асли пулнăран кил-çуртри пĕтĕм ĕç кукамай çине тиеннĕ.
Ман кукаçипе кукамай ултă ача çуратса ỹстернĕ. Самани йывăр пулнă пулин те, пур ачине те тĕрĕс воспитани парса ăслă-тăнлă çитĕнтернĕ, Асли - Леонид Васильевич Левый - чылай çул Елчăкри ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕнче тăрăшрĕ, халĕ ăна район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ пулма шанчĕç. Анне шкулта учительте тăрăшать. Ыттисем шут ĕçĕнче те, милицинче те, больницара та вăй хураççĕ. Мĕн чухлĕ сăпайлăх, ĕçченлĕх, ăнланулăх, чăтăмлăх пирĕн кукамайра. Хăйĕн ачисене те çынпа ăшă кăмăллă, тарават калаçма вĕрентнĕ. Мĕн пĕчĕкренех кукамай ĕçе хăнăхтарнăран пулĕ, манăн анне темĕн тума та пĕлет.
Хальхи вăхăтра кукамай кукаçипе пурăнать. Эпир вĕсем патне час-часах çỹреме тăрăшатпăр. Кукамай пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, пылак çимĕçсемпе хăналать.
 
Оля ОСИПОВА. 8 класс, Хăвăлçырма ялĕ

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика