Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Новым годом и Рождеством

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/

Хисеплĕ ентешсем! Елчĕк енĕн хаклă çыннисем!

             Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!

           Иртсе кайнă 2010-мĕш çул Елчĕк халăхĕшĕшĕн сахал мар пулăмпа палăрса юлчĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнче районта пурăнакансем ырă тĕллевсемпе ĕçлерĕç, чылай çитĕнỹпе ỹсĕмсем турĕç. Ял хуçалăхĕшĕн 2010-мĕш çул уйрăмах йывăр килчĕ. Кĕрхи культурăсем шартлама сивĕсене пула чылайăшĕ шăнса пĕтрĕç, çурхи культурăсем те халиччен пулман шăрăх çанталăкра начар çитĕнсе пĕчĕк тухăç кỹчĕç. Йăвăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăх предприятииĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тăрăшса хатĕрленчĕç, çитмен апата кỹршĕллĕ республикăсенчен кỹрсе килчĕç, ытларах витаминлă апатсем туянчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем умне çирĕп задача лартнă - пĕр пуç выльăх-чĕрлĕхе те чакармалла мар!

             2010-мĕш çулта агропромышленность комплексне аталантарма ял хуçалăх предприятийĕсем 20 миллион ытларах çăмăллăхлă кредит илнĕ укçа-тенкĕпе çĕнĕ техника туяннă, фермăсене юсаса çĕнĕ технологи вырнаçтарнă. 2010 çулта иртнĕ çулхипе танлаштарсан аш-какай туса илесси çав шайрах юлнă, сĕт сăвасси 3 процент ỹснĕ. Паянхи куна районти ĕнесен продуктивлăхĕ - республикăри чи лайăх кăтарту. Наци проекчĕпе усă курса уйрăм хушма хуçалăха аталантарма 111 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ.             

              Районти промышленность предприятийĕсем 118 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса кăларнă, ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 106 процентпа танлашать. Пĕчĕк бизнесра пурнăçланă ĕç калăпăшĕ 327 миллионпа танлашать. Предпринимателлĕхе аталантарса иртнĕ çул 7 предпринимателе хăйсен ĕçне пуçăнма пулăшу панă. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе район территоринче 3 магазин, 1 автостоянка, шиномонтаж тата автомойка уçнă.

               Патшалăх пулăшăвне усă курса пĕлтĕр 40 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çавăн пекех Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă ветерансемпе салтак арăмĕсене Федерации саккунĕпе килĕшỹллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 70 Свидетельство панă. Вăл шутран 6 ветерана район центрĕнчи çĕнĕ çуртра хваттерсем, пĕр салтак арăмне çурт лартса панă.

             Вĕрентекен çулталăкĕнче шкул ачисемпе учительсем республикăри, Раççейри конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса сахал мар çитĕнỹсем турĕç. Чи пултаруллисем район пуçлăхĕн, Патшалăх Канашĕн депутачĕн, республика Президенчĕн премисемпе хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Пĕчĕк ачасене пур енлĕ аталантарас, тивĕçлĕ шайра шкула кайма хатĕрлес тĕллевпе "Чебурашка" ача садне тĕпрен юсаса çĕнĕ вырăна куçартăмăр. Çапла майпа ача садне тата ытларах ача çỹреме пуçларĕ. Çавăн пекех Лащ-Таяпа шкулĕ çумĕнче те тепĕр ушкăн уçма май килчĕ.

             Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине унчченхиллех çирĕп пăхатпăр. Маларах район центрĕнчи Юбилей урамĕ çĕнелсе улшăннăччĕ. Кăçал вара çавнашкал тирпейлĕх Тĕп больница еннелле каякан урама çитрĕ. Ял урамĕсене асфальтлă е хытарнă çул сарас ĕç малалла пырать. Кăçал Хăвăлçырма ялĕнчи 1 урама асфальтлă çул сарнă. Лащ-Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç ялĕсем хушшинчи çула юсаса асфальтпа çыхăнтарнă, Комсомольски-Елчĕк-Пăва автоçулăн Аслă Таяпа - Шуршу участокĕнче 3,5 километр çула тĕпрен юсанă. Елчĕке пăрăнса кĕрекен çулран пуçласа район чикки таран сарăнакан çул та пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

          Ял тăрăхĕсенче кану вырăнĕсем йĕркелессипе малалла ĕçлесе пыратпăр. Кăçал çавнашкал социалл. п.лтерĕшлĕ объектсене пĕрлештерсе тăракан вырăн Элекçей Тимеш, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче уçăлчĕ. Сывă пурнăç йĕркине мала хурса 5 ял тăрăхĕнче хоккей коробкисем хута кайрĕç.

             Районăн демографи лару-тăрăвне пăхас пулсан, çулран-çул ачасем ытларах çуралса пыни чăннипех те савăнтарать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Анатольевич Медведев Патшалăх Думине янă Çырăвĕнче палăртнă тĕп шухăш: "Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма чăннипех те тĕплĕн тата нумай çуллăха пуçăнтăмăр" тени пирĕншĕн те малашлăхра тĕп тĕллев пулмалла.

             2010-мĕш çулта Пĕтĕм Раççейри хал.х çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх орган.сен суйлавне кирл. шайра ирттерсе ятăмăр.

              2011-мĕш çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче палăртнă тĕп шухăшсемпе тĕллевсене мала хурса ĕçлесе пырар. Çĕнĕ экономика çул-йĕрĕсем ял-хуçалăхне, вĕренĕве, культурăна тата сывлăха сыхлас ĕçе малалла аталантарса вĕсен шайне ỹстерме ыйтаççĕ, çамрăксене çул парса вĕсенчен çĕнĕ çитĕнỹсем кĕтер.

             Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламласа сире ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей сунатăп.

             Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр сирĕн. Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Н.П.Миллин.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика