Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yaltch.cap.ru/
Хисеплĕ ентешсем! Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп! Лайăххине шанса, ыранхи куна ĕненсе 2011-мĕш çула историе хăвартăмăр. Кашнийĕншĕн вăл тĕрлĕрен килчĕ. Тен, хăш-пĕр палăртнă тĕллевсене пурнăçлаймарăмăр та пулĕ, çапах та чылай ыйтăва татса пама пултартăмăр.
2011-мĕш çул Елчĕк халăхĕшĕшĕн сахал мар пулăмпа палăрса юлчĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кăçал та пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç. Район республикăри агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевлĕ программăна ăнăçлă пурнăçласа кăнтăр районĕсем хушшинче 1-мĕш вырăна тивĕçни те çакна çирĕплетет. Çавăн пекех "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсем те ял хуçăлăхĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн республика шайĕнче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Иртнĕ çулта "Прогресс", "Победа", "Яманчурино", "Урожай" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçланă, чылай хуçалăхра нумай çĕнĕ техника туяннă.
Ял инфраструктурине лайăхлатас тата тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Тахçантанпах япăхнă "Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Аслă Таяпа-Шуршу", Кĕçĕн Таяпапа Таяпа Энтри ялĕсем хушшинчи çулсене тĕпрен юсанă, Аслă Елчĕк, Елчĕк ял урамĕсене тротуарлă çулсем сарнă. Елчĕке пăрăнса кĕрекен çулран пуçласа район чикки таран сарнă çул та пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Халăха пахăлăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе районти тĕп больницăри хирурги уйрăмне тĕпрен юсанă, Каркалар ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçнă.
Патшалăх пулăшăвне усă курса пĕлтĕр районти 38 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, 11 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă ветерансемпе салтак арăмĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 118 Свидетельство панă. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене пурне те уйрăм газпа хутăнса ăшăтмалла тунă, тĕпрен юсанă.
Предпринимательсен вăйĕпе районта иртнĕ çул суту-илỹ точкисем, пĕчĕк предприятисемпе цехсем уçăлчĕç. Вĕренỹ, культура сферинче те ырă улшăнусем чылай пулчĕç.
2011 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатчĕсен суйлавĕсене кирлĕ шайра ирттерсе ятăмăр. Çитес çулхи март уйăхĕнче çĕр-шыв ертỹçине суйлăпăр.
Кашни çынрах Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, çĕнĕ шанчăк çуратать. Районта пурăнакансен малашлăх тĕллевĕсем пысăк, палăртнă ĕçе пурнăçлама пултаракансем тата пурнăçлас тĕллевлисем сахал мар. Кашнийĕн тăрăшулăхне пĕрлештерсе эпир малашне те сахал мар ĕç пурнăçлама пултаратпăр. Кĕтнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăрах пурин те! Вĕсем вара пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырсан, малалла пĕр тĕллевпе утсан пурнăçланаççех. Çĕнĕ çулта районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла аталантарса пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн ĕçлер.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатăп!
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.