Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

В.Филимонова, 12 ача амаше:"Йывăрах-ши пурнăç?"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yaltch.cap.ru/
 Паян чылай çемьере пĕр е икĕ ачаран ытла кураймăн. Мĕн пулса иртет-ха обществăра? Мĕншĕн çемье сăн-сăпачĕ улшăнать? Айăпа "йывăр пурнăç" çине йăвантармалла-ши? Сăлтавĕ çын тата унăн шухăш-кăмăлĕ улшăнса, ансат пурнăçа хăнăхса пынинче мар-ши? Аса илер-ха хамăрăн ачалăхри вăхăтсене. Нумай çемьесенче пилĕк-ултă ача ỹссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Асатте-асаннесем ултшар-çичшер, тăххăршар-вуншар ача çуратса ỹстернĕ. Паян вара мĕншĕн-ха виçĕ ача та пулин çуратмастпăр? Вун икĕ ача çуратса ỹстерме пỹрчĕ мана шăпа. Вĕсене пурнăç пăтрашăннă, çĕр-шыв хăвачĕ вăхăтлăха чакнă çулсенче çитĕнтерме тиврĕ. Халĕ, кĕске вăхăтрах пурнăç ырă енне мĕн чухлĕ улшăннине шутлатăн та, тĕлĕнетĕн. Çакна хăш-пĕр тĕслĕхпе анчах илсе кăтартас тетĕп. Ывăл-хĕрсене ỹстернĕ чух пирĕн тăрăха çут çанталăк газĕ çитменччĕ-ха. Çуртсене вутăпа тата кăмрăкпа ăшăтнă. Хĕллехи кун ирпе çунă ача кипкисем каçхине каланккана çĕнĕрен хутсан трубасем вĕриленнĕ хыççăн тин типетчĕç. Кунне темиçе хут та урамран шыв ăсса кĕмеллеччĕ, хура шыва тухса тăкмаллаччĕ. Районти больницăна кайса килесси те чĕр нушаччĕ. Халĕ килĕрен автомашина пур, ун чухне ăна хамăр илесси пирки ĕмĕтленнĕ çеç. Хальхи евĕр памперс, ача валли тĕрлĕ апат хутăшĕсем пулман. Сентресем те таварсенчен чухăнччĕ. Паянхи саманара вара лавккана кĕрсен карçинкка çине мĕн кирлине тултаратпăр та касса енне утатпăр. Вунă-вун пилĕк çул каялла, çак пурнăçа ют çĕр-шывсене сăнарлакан кинофильмсенче анчах курнă чух, ку ырлăх малашне пирĕн патăмăрта та пулĕ тенине пиртен сахалăшĕ ĕненнĕ. Ансат, ирĕклĕ пурнăçа çăмăллăн хăнăхрăмăр. Çавна пулах пĕр ача çуратнипех çырлахаççĕ çемьесем. Шухăш-кăмăл та улшăнать: "Çемье чаплă машина туянаймасть, керменре пурăнаймасть, компьютер илсе лартаймасть - апла пулсан ача та çуратса ỹстереймест". Аслă шкула вĕренме те кĕртеймĕпĕр тесе пăшăрханаççĕ теприсем. Нумайăшĕ аслă пĕлỹ илсен те хăй профессийĕпе ĕçлемесĕр ют региона "шапаша" çỹренине е пасарта суту-илỹ тунине курсан çакăн евĕр пĕтĕмлетỹ те тăвас килет. Мĕншĕн кирлĕ пур ачана та аслă пĕлỹ? Техникум-училищĕсенче вĕренсе те чун туртакан лайăх специальноç илме пулать. Икĕ е виçĕ ача ỹстерекенсене патшалăх амăшĕн капиталне, çĕр пайĕ парса пулăшать. "Мĕн тума çитет вăл укçа-тенкĕ?" _ теççĕ каллех çамрăксем. 500 пине яхăн тенкĕ паянхи саманара ял çыннишĕн пысăк укçа-ха вăл. Çемье бюджетне пысăк пулăшу. Хамăр çинчен анчах шухăшласа çемьере пĕр ачапа çеç çырлахар мар. Ачасен малашне тăван нумай пултăр. Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туса парса пулăшаççĕ, хваттерпе тивĕçтереççĕ. Çак ырлăхпа пире те тивĕçтерчĕ патшалăх. Çĕр-шыва малашне хамăрăн та усă кỹмелле пултăр.

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика