Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yaltch.cap.ru/
Хамăн пурнăçăн пысăк пайне тĕрлĕ шайри ертỹçĕре ĕçлесе ирттертĕм: советсен вăхăтĕнче райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче, рынок саманинче - район администрацийĕн пуçлăхĕнче. Халĕ районти почтамта ертсе пыратăп. Çавăнпа иртнине паянхи пурнăçпа танлаштарса хак пама пултаратăп тесе шутлатăп. 1996-2000 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсем нихăçан та асран тухас çук. Çак тапхăр манăн пурнăçра чи йывăрри пулчĕ. Патшалăхран пысăк дотаци илсе тăракан районсенчен пĕри шутланнă май пирĕн патăмăрта та бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене уйăхсерен ĕç укçи, ача укçи, пенси парса тăма питĕ кансĕрччĕ. Уйрăмах учительсен умĕнчи парăм пысăкчĕ. Кунсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕре, шкулсемпе ытти бюджет учрежденийĕсен çурчĕсене хутса ăшăтма, электричествăпа усă курнăшăн тỹлеме, ытти нумай-нумай тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ питĕ нумай кирлĕччĕ. Çаксем валли Раççей, республика бюджечĕсенче укçа пăхса хăварнă пулсан та вăл района кашни çул кирлĕ чухлĕ килмен. Ирĕксĕрех ача укçин пособийĕсемшĕн, ытти хăш-пĕр тỹлевсемшĕн тĕрлĕ тавар пама тиветчĕ. Ăшă парса тăракан котельнăйсене ĕçлеттерме хамăр ентешсенчен, пĕлĕшсенчен - Шупашкарти трактор тăвакан завод директорĕнчен В.Филипповран, Шупашкарти топсбыт директорĕнчен П.Митрофановран тата ыттисенчен кивçен çĕр кăмрăкĕ турттарса йывăрлăхран вăхăтлăха тухни те асрах-ха. 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсем пĕтĕм сферăна пырса тиврĕç. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарма, пулăшма укçа-тенкĕ пама пăрахнăран районти колхозсем те пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕç. Çак вăхăтра çĕр-шывра лару-тăру та çăмăл маррине пурте астăватпăр. Чечен вăрçине пула террорла актсем пулса иртетчĕç. Çак вăрçа пирĕн районтан кайнă салтаксем те хутшăнни чылай ашшĕ-амăшĕн çỹçне вăхăтсăр шуратрĕ, чĕрине ыраттарчĕ. Çак йĕркесене эпĕ тỹрре тухас тесе мар, çĕр-шыври лару-тăру йывăррине, вăл вăхăтри çĕр-шыв ертỹçисем пысăк йăнăшсем тунине, халăх çинчен сахалтарах шутлани çинчен аса илтерсе çыратăп. 2000 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пулма Владимир Путина суйласан çĕр-шывра лару-тăру лайăх енне улшăнма тытăнчĕ. Вăл тăрăшнипе Чечен вăрçине чарса лартрĕç. Çĕр-шыв майĕпенех ура çине тăчĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать. Акă, 1998 çулхи финанс кризисĕ кашни çынна пырса тиврĕ пулсан, 2008 çулхи тĕнчери финанс кризисĕ, çĕр-шывра укçа-тенкĕ запасне маларах хатĕрлесе хăварнăран, халăх пурнăçĕнче палăрмарĕ те. Çĕр-шывра ĕç укçи, пенси, халăха паракан ытти тỹлевсен виçи кашни çул ỹссе пынине пурте туятпăр. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарма, ялта хăйĕн ĕçне пуçаракансене укçа-тенкĕ парса пулăшать. Вĕсен шутне ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсене тĕрлĕ субсидисем, çăмăллатнă кредитсем пани те, туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсемшĕн хушса тỹлени те, сывлăха сыхлас, вĕренỹпе культура сферисенче, ытти отрасльсенче ĕçлекенсене хавхалантарни те, ача амăшĕсене амăшĕн капиталне, ĕç ветеранĕсене çăмăллăхсем пани те, ĕçсĕррисене, тăлăх ачасене пулăшни те кĕрет - пурне те асăнса пĕтереймĕн. Чăннипе илсен, патшалăх пулăшăвĕ мĕн пур отрасле, халăхăн кашни сийне пырса тивет. Ку енĕпе патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Юлашки 10-12 çулта çĕр-шывра пысăк улшăнусем, лайăх улшăнусем пурри куç умĕнче. Владимир Путин тăрăшнипе Раççейре тăнăçлăх хуçаланать. Вĕсем пурте унăн ячĕпе çыхăннă. Çак кунсенче Мускавра тухса тăракан хаçатсенче Владимир Путинăн коррупци çулне пỹлес, экономика, наци, социаллă политика тата ытти ыйтусемпе çыхăннă статйисем пичетленчĕç. Вĕсенче Раççее малалла аталантармалли программăсене уççăн палăртнă. Эпĕ шутланă тăрăх çак программăсем пурнăçланаççех. Çакна халăх та шанать, ĕненет.